Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Васильев Иван Васильевич

Васильев Иван Васильевич — чӑваш наци юхӑмӗн ӗҫтешӗ. 1892 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна персе вӗлернӗ.

Пурнӑҫӗ


Хусанти чиркӳ прихучӗн шкулӗнче, Ӗпхӳри ҫӗр виҫекенсен училищинче вӗреннӗ. Мускаври миша институтӗнче пӗлӳ пухнӑ.

Ун хыҫҫӑн 1905 ҫултанпа сӑнама пуҫланӑ.

Чӑваш наци юхӑмӗ аталаннӑ вӑхӑтра 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче института пӑрахса кайса халӑх политикин ӗҫӗпе тӑрмашма пуҫланӑ. Хусанта иртнӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен пӗрлӗхӗн 1-мӗш пухӑвне, 1917 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшпе 28-мӗшӗнче Чӗмпӗрте иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен наци пухӑвне хутшӑннӑ.

Эсерсен партийӗнче тӑнӑ. «Хыпар» хаҫат редакторӗсенчен пӗри пулнӑ, ӑна Чӑваш наци обществин правленийӗн пайташне суйланӑ. 1917 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш наци обществи ячӗпе вак халӑхсен иккӗмӗш пухӑвӗнче тухса сӑмах каланӑ.

1917 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче суйлавра ӑна Хусан кӗпернийӗнчи Учредительсен пухӑвне чӑвашсен списокӗнчен суйланӑ. 1917 ҫулӑн вӗҫӗнче «Вӗренекен чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхне» йӗркелесе ертсе пыма пуҫланӑ.

1918 ҫулта Омска тухса кайнӑ. Унта ӑна колчаксем ярса илнӗ, тӗрмене хупнӑ. Унтан вӑл ӑнӑҫлӑ тарма пултарнӑ.

Граждан вӑрҫи вӗҫленсен Томск кӗпернийӗнче юлнӑ. Кайран Кемерово облаҫне пурӑнма куҫнӑ. 1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна тӗрмене хупнӑ.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-03-07 01:03:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5045 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем